| 2005 | Кашкӑрӗ аякра та, асав шӑлӗ ҫывӑхра. | Кашкӑр |
| 2006 | Кашкӑрне тытман, тирне сутнӑ. | Кашкӑр |
| 2007 | Кашкӑртан тарнӑ, упана ҫулӑхнӑ. | Кашкӑр |
| 2008 | Кашкӑртан хӑраса вӑрмана та каяймӑн. | Кашкӑр |
| 2454 | Кӑвакал кӳллине кура чӑмать. | Кӑвакал |
| 2455 | Кӑвакал пӗсехине тултараймӑн. | Кӑвакал |
| 2456 | Кӑвакал сӑмси лӗкӗ ӑшӗнче, карчӑк кучӗ кӗл ӑшӗнче. | Кӑвакал |
| 2457 | Кӑвакал утти мухтанмалӑх ҫук. | Кӑвакал |
| 2458 | Кӑвакал чӑмтӑр — кӳл кантӑр, кайӑк хур вӗҫтӗр — хир кантӑр. | Кӑвакал |
| 2459 | Кӑвакал чӗппи пусса кӑларнӑ чӑх шар курать. | Кӑвакал |
| 2460 | Кӑвакал шывра путас ҫук. | Кӑвакал |
| 2461 | Кӑвакал шывра та йӗпенмест. | Кӑвакал |
| 2462 | Кӑвакал шывсӑр пурӑнаймасть, усламҫӑ укҫасӑр пурӑнаймасть. | Кӑвакал |
| 2463 | Кӑвакалӑн вун ик пӗрчӗ ҫинӗ ҫӗре пӗри тавна ҫӗрет тет. | Кӑвакал |
| 2464 | Кӑвакалпа хуршӑн пулсан хуть тӗнчене шыв тултӑр. | Кӑвакал |
| 2432 | Кӑвакарчӑн йӑвине ишсен ҫылӑх пулать. | Кӑвакарчӑн |
| 2433 | Кӑвакарчӑн хӑйӗн амине темиҫе ҫӗр ҫухрӑмран та шыраса тупать теҫсӗ. | Кӑвакарчӑн |
| 2434 | Кӑвакарчӑн явӑҫни ырлӑха теҫҫӗ. | Кӑвакарчӑн |
| 2619 | Кӑвакарчӑнпа чӗкеҫ — Турӑ хыпарҫисем. | Чӗкеҫ |
| 2435 | Кӑвакарчӑнпа чӗкеҫе Турӑ та юратать. | Кӑвакарчӑн |
| 1958 | Кӑпчанкӑран усал йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук. | Качака |
| 2466 | Кӑсӑя кун пуҫлать, тӑри кун пӗтерет. | Кӑсӑя |
| 2467 | Кӑсӑя пӗҫҫипе туй ӳкернӗ, урхамах пӗҫҫипе кӳреймен. | Кӑсӑя |
| 2468 | Кӑсӑя сӑянӗ хӑйӗнчен пысӑк мар. | Кӑсӑя |
| 2469 | Кӑсӑя ҫулла вӑрманта. | Кӑсӑя |
| 2470 | Кӑсӑя та юрлать те, пурпӗрех шӑпчӑка ҫитеймест. | Кӑсӑя |
| 2471 | Кӑсӑя чӗппине кӗсье тӗпӗнче усраймӑн. | Кӑсӑя |
| 2472 | Кӑсӑяна салатпа улталас ҫук. | Кӑсӑя |
| 2473 | Кӑсӑяран хӑрасан кантӑр та ан ак. | Кӑсӑя |
| 2220 | Кӑтӑрмак кӗсре ӗҫре лӑпланать. | Ут — Лаша |
| 2682 | Кӑтка упа ҫӗнеймен. | Кӑткӑ |
| 2683 | Кӑткӑ йышӗ капан та ишӗ. | Кӑткӑ |
| 2684 | Кӑткӑ пек вӑйли ҫук тет. | Кӑткӑ |
| 2685 | Кӑткӑ пысӑк мар та, ҫавах тӑвайкки чакалать. | Кӑткӑ |
| 2686 | Кӑткӑ тӗми ҫине канма лармаҫсӗ. | Кӑткӑ |
| 2687 | Кӑткӑ чӗппин кӑтӑк ҫук. | Кӑткӑ |
| 2013 | Кӑшламасан шӑшин шӑл ӳсет. | Кушак — Шӑши |
| 2222 | Кӗсрен кӗсен тухнӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2221 | Кӗсрен ҫичӗ тиха, мӑйӗнчен хӑмӑт хӑвӑнман. | Ут — Лаша |
| 2223 | Кӗсрене нӑхта кирлӗ, хӗрарӑма — сурпан. | Ут — Лаша |
| 2224 | Кӗсри кӗҫенмесен ӑйри пымасть. | Ут — Лаша |
| 2084 | Кӗтӳрен юлнӑ сурӑх кашкӑр кулли пулать. | Сурӑх |
| 1916 | Кил йытти кил йыттиех. | Йытӑ |
| 1917 | Кил йытти куян тытас ҫук. | Йытӑ |
| 1918 | Кил йытти ҫыртиччен ҫын йытти ҫырттӑр. | Йытӑ |
| 1919 | Килсӗр йытӑ усала вӗренет. | Йытӑ |
| 1920 | Килти йытӑ килех таврӑнать. | Йытӑ |
| 1489 | Киресӗр йывӑҫ кутне пыраччен кирелли кутне пыма хушнӑ. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1604 | Ку таранччен хурт кӑшламан улма йывӑҫҫи пулман. | Панулми йывӑҫҫи |
| 2449 | Куйкӑрӑш кайӑкӗ — телей кайӑкӗ. | Куйкӑрӑш |